Эротические рассказы

Асамла тенче. Аскольд Алексеевич Де ГерсоЧитать онлайн книгу.

Асамла тенче - Аскольд Алексеевич Де Герсо


Скачать книгу
тăтăм арçын килсе тухасса, тăтăшах. Вăл татах курăнмарĕ. Хĕрессемпе памятниксем çеç йĕри тавра курăнаççĕ куç умне. Вилнисен тĕнчипе сыввисен тĕнчи сайра хутра хирĕç пулаççĕ. Çăваран тухнă хыççăн, манăн кăшт та информаци пулчĕ тĕлĕнмелле мĕлке пирки, анчах та вĕсем мана пушшех аптратса ячĕç. Ăçтан, мĕнле майпа килсе тухрĕ арçын? Мĕншĕн мана уçрĕ вăл çавна? Ыйтусем хуравĕнчен ытларах. Тата ăçта çавах та пурăннă вăл Апполинария? Тен, унтанпа мĕн-тăр упранса юлнă вăл таврашра? Мĕншĕн эпĕ арçынран ыйтмарăм ун пирки? Халĕ ÿкĕнтĕм çакăн çинчен, анчах чавса çывăх та, çыртма çук. Шанчăк сахал ĕнтĕ, хулара кашни вунă-вун пилĕк çул хушшинче çĕмĕреççĕ те кивĕ çуртсене, çĕнĕ хăпартаççĕ. Вăхăчĕ те аванах иртнĕ çавăнтанпа.

      Хулана таврăнсан мана кулленхи ĕçсем тыткăнларĕç те, хĕрарăм çинчен шухăшсем сирĕлсе пĕтнĕпе пĕрехччĕ пулĕ, ăнсăртран пĕр пулăм килсе тухман-тăк.

      Пулса иртрĕ вара çавнашкал. Эпĕ ĕнтĕ тĕлĕрсе те кайнăччĕ, çавă хĕрарăмăн сăн-пичĕ килсе тухрĕ куç умне. Уççăнах мана пĕлтерчĕ вăл: музейре чи курăнакан вырăнта ун çинчен информаци тупма пулать, имĕш. Эпĕ, тен, вырăна та хуман пулăттăм-ши е, анчах та вăл тепĕр каçхине те тĕлленчĕ. Енчен те манăн ун умĕнче парăм пулнăн, çине тăрса каларĕ. Эпĕ ун çинчен, пĕр каçхине тĕл туман пулсан чĕптĕм те пĕлместĕм: те пурăннă вăл, тĕ çук.

      Çавах та пĕр ÿркенмесĕр кайса килтĕм музее. Ара, кăнтăр кунĕнче те канăç памасть вĕт шухăш. Музее кĕрсенех, йĕппе чикнĕн туйрăм çан-çăва, çав туйăмах пĕр стенд патне тĕллесе уттарчĕ. Стенд çинче вара сăнÿкерчĕк курах кайрăм. Ку сăнÿкерчĕк çинче пионерсен çуртне сăнарланă. Кам пĕлсе çитме пултарнă, çавă çурт иртнĕ ĕмĕрте генералăн тăлăх арăмĕн, Галактионова Апполинарийăн çуртчĕ икенне? Анчах та пурте çапла.

      Тепрĕ ыйту канăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн вăл халиччен те тăнăçланмасть? Мĕншĕн сыввисен канăçне чăрмантарса çÿрет? Эпĕ тата тарăнрах тĕчеме тытăнтăм. Апполинария çуртра пĕчченех пурăннă, темиçĕ тарçă хĕр тытнă çурта пăхса-тасатса тăма. Хыткăн пулнă Апполинария е çемçе чунлă, ун пирки нимĕн те пĕлме çук, анчах та пĕр тарçă пике хулари çамрăкпа явăçса кайнă. Кун çинчен хуçа арăмĕ пĕлсе çитсен, пĕр пуссăр кăларса ывăтатăп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вĕçертнĕ кун çинчен. Чылай та вăхăт иртмест, Апполинарийăна пĕр ирхине юнлă вырăнĕ çинче тупаççĕ, кăкринчен çĕçпе чикнĕ. Паллăх, пĕрремĕш качча сĕтĕрме тытăнаççĕ. Тата камăн сăлтав пулма пултартăр ват çынна пурнăçран уйăрма?

      Хулара чылай вăхăт халăх шавлать кун çинчен. Хăшĕ çине тăрса явап тыттармалла, тенĕ качча. Паллă ĕнтĕ, халăха шавласа пултăр, чăн сăлтавне пĕлсе çитеççĕ-и, çук-и, сас-хура тÿперен те çÿллĕрех çĕкленет. Анчах вĕсене кăмăлсăрлантарса çамрăка нимĕн те тумаççĕ. Айăпсăр çынна епле явап тыттарма пулать? Вăл каçхине каччă тепĕр хĕрарăм патĕнче пулнă ирччен, ун пирки пĕр кăсăксăр çынсем çирĕплетсе каланă. Вĕсем хăйсем те тĕрмене ларттарнă пулĕччĕç-ши, çавах тĕрĕсне хирĕç кайма вăй-хал çитермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнă вăл хурах, вĕсне-хĕрне тупмасăрах ĕсне хупаççĕ. Апполинарийăн аслă ывăлĕ, вырăнти тиек çырупа


Скачать книгу
Яндекс.Метрика