Эротические рассказы

Асамла тенче. Аскольд Алексеевич Де ГерсоЧитать онлайн книгу.

Асамла тенче - Аскольд Алексеевич Де Герсо


Скачать книгу
туйăмпа ура сассисене илтрĕм. Çук, тĕлленмерĕ, тинкеререх пăхсан, хĕрессемпе палăксем хушшинче такам шалалла утнине курах кайрăм. Хăрарăм тени сахал пулать, çÿçсем вирелле тăрса кайрĕç пуç çинче. Пĕтĕм ÿт-пÿ ваккăн чĕтреме пикенчĕ, нихăçан пулман япала. Пĕр шухăшсăрах хам çине хĕрес хыврăм, анчах мĕлке çухалмарĕ. Мани çине пĕр чĕптĕм те тимлĕх уйăрмасăр шалалла васкарĕ. Мĕскер асăрхама çитертĕм, унăн аллинче пĕр çыхă шурă çеçкесемччĕ. Тен, урăх тĕслĕ пулнă-тăк асăрхаман та пулăттăм.

      Машина патне васкавлăн çитсе хунар илтĕм те чупнăн çула урлă каçса çăва хапхи патне çитсе тăтăм. Хăрушлăх та пур, анчах кăсăклантăм ку пулăмпа. Çаплах хĕтĕртеççĕ-çке мана малалла утма, хистеççĕ. Акă, хуллен кăна йăпшăнса пыратăп мĕлке хыççăн темиçе утас каярах. Хунар сасартăк мĕльтлетсе илчĕ те, сÿнчĕ. Пĕтрĕм иккен, терĕм ăшра. Ара, тĕттĕмлĕх хупăрласа илчĕ-çке, çухататăп вĕт мĕлкене. Манăн телее пĕлĕтсем хушшинчен уйăх шуса тухрĕ. Халĕ тавçăрса илтĕм: машинăна çăва хапхине хирĕç лартса çутăсене çутнă-тăк, халĕ кăнтăр кунĕнчи пек çутă пулатчĕ икенне. Çавах та, уйăх çути те аванах çутатать. Унăн çутинче, çакă мĕлке пĕр палăк патне çитрĕ те кăшт пăрăнчĕ. Çав хушăра çухатрăм хайхине.

      Палăк патне уйăх çутипе усă курса çитсен, чарăнса тăтăм. Тĕлĕнмелле, палăк умĕнче чечек çыххи выртать. Чечексем те яланхисем мар, ку йышшине йăпăр-япăр туянма çук. Ку вăхăтра кăна мар, уявсенче те тупма çук вĕсене. Мĕнле, ăçта туяннă? Тюльпанĕ, кĕлчечекĕ тĕрлĕ тĕсли пур сутура, кусем вара çук.

      Уйăх çути меллĕн сăрхăнать çĕр çине, çавăн çутипе май тупса палăк çинче çыннин ятне вуларăм. Палăкăн чулĕ аваллăхран мăкланма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, чылайранпа кунта никам та çÿременни те çийĕнчех палăрса тăрать. Ячĕ тăрăх кунта пархатарлă хĕрарăм ĕмĕрлĕхе вырăн тупнине уйăрса илтĕм. Анчах та мана урăх ыйту тăнăçсăрлантарчĕ: мĕншĕн-ха вăл канлĕх тупман? Тата ăçта çÿрет?

      Ку йышши пулăмсем çинчен авалхи кĕнекесенче вуланă та, вулани вăл пĕрре, хăвăн куçупа курни пачах урăх. Туйăм та урăххисем чĕрере те чунра та. Куна çакăн йышши пулăмсемпе тĕл тума тивнисем çирĕплетме пултараççĕ. Мĕн чулĕ вăхăт иртрĕ-ши эпĕ шак хытса кайса тăнă хушăра, пĕлместĕп. Мана каçхи кайăк хулăннăн кăшкăрни тăна кĕртрĕ. Вырăна асра хăварса кутăн тухрăм машина патне. Утнăçемĕн хĕрарăм мана хыçран пăхнăн туйăнче, çавах та çаврăнмарăм. Тепĕр хутчен те хĕрес хыврăм, пулăшмарĕ темĕн.

      Машина çине вырнаçсан, мотора хускатрăм та, аçа çапнăн вирхĕнтĕм ку вырăнтан. Халиччен те çакăн пек хăвăртлăхпа çÿресе курманччĕ. Тапхăр-тапхăр мĕлке çавара юлмарĕ, хыçри ларкăчсем çинче ларса пынăн туйăнчĕ. Çакă туйăм вара тата та хăвăртлăха ÿстерме хистерĕ. Юрать-ха, манăн телее çакă каç хирĕç килекен машинăсем пулмарĕç.

      Çурт тĕлне çитсен, машинăна картишре вырнаçтартăм та, пирус туртса ятăм йÿçĕ тĕтĕме мăкăрлантарса. Тĕтĕм çÿлелле çĕкленет те сывлăшра сирĕлет. Урамра хунар çутатаççĕ юпасем çинчен, каçхи тÿперен çăлтăрсем. Хваттер кнтăкĕсенче унта-кунта çеç çутă палăрать, чылайăшĕ канлĕ ыйăха путма та ĕлкĕрнĕ. Пирĕн таврашра ытларах ватăсем пурăннăран,


Скачать книгу
Яндекс.Метрика